Шаланкă
Курӑнакан калӑплав
![](http://chped.net/https/upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/8/8b/Buteo_buteo_4_%28Marek_Szczepanek%29.jpg/250px-Buteo_buteo_4_%28Marek_Szczepanek%29.jpg)
![](http://chped.net/https/upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/6/63/Buteo_buteo_distribution_map.png/250px-Buteo_buteo_distribution_map.png)
![](http://chped.net/https/upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/f/fd/Buteo_buteo_MHNT.ZOO.2010.11.89.1.jpg/220px-Buteo_buteo_MHNT.ZOO.2010.11.89.1.jpg)
Шаланкă - куракран пысăкрах кайăк. Вăрманта йăва çавăрать, уй-хирте апат шырать. 60-70 метр çӳлте вĕçет. Çăмартисем (2-3) симĕсрех шурă тĕслĕ, хăмăр пăнчăсемпе витĕннĕ. Пусра чухне аçи ами валли апат йăтать, мăшăрĕ çинĕ чух кĕске вăхăта ун вырăнне ларать. Кайран апата чĕпписене килсе пăрахса параççĕ, лешсем пĕр-пĕринпе çапăçса çиеççĕ: чи вăйли кăна юлать, ыттисем вилеççĕ. Акара килет, авăнра вĕçсе каять. Шаланкă пирĕн тăрăхра анлă сарăлнă, шăшисем ытларах ĕрченĕ çулсенче вĕсен йышĕ палăрмаллах ӳсет.
Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Шаланкă çинчен (вырăсла) 2009 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.
- Шаланкă "Казахстан кайăкĕсем" сайтра 2008 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче архивланӑ.
- Шаланкă "APUS.RU" сайт çинче 2008 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче архивланӑ.