Шаблон:Кун пулăмĕсем:11-27
Курӑнакан калӑплав
![Диониси çавракăш турăшĕ çинчи Иоанн Златоуст](http://chped.net/https/upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/f/fe/John_Chrysostom_%28Dionisius%29.jpg/60px-John_Chrysostom_%28Dionisius%29.jpg)
- 1095 — Урбан II Клермон соборĕнче Пĕрремĕш хĕрес харçине тухма йыхравлать
- 1671 — Стенька Разин ертсе пынă пăлхав: правительство çарĕсем пăлхавçăсен тĕп хулине ярса илнĕ
- 1895 — А. Нобель хăйĕн пурлăхне Нобель парни фондне халалланă
- 1896 — Рихард Штраус нимĕç халăхне «Саратуштра çапла каланă» симфони поэмине кăтартнă.
- 1919 — Нёй килĕшĕвĕпе Болгари хăйĕн территорин вуннăмĕш пайне çухатать
- 1913 — Алга Александр Егорович, чăваш сăвăçи, çыравçи, драматургĕ, тăлмачĕ, критикĕ çуралнă.
- 1943 — Малышев Юрий Александрович, чăваш сăвăçи çуралнă.
- 1944 — Буйницкий Теодор, поляксен сăвăçи, сатирикĕ, журналисчĕ вилнĕ.
- 2001 — «Хаббл» телескоппа Осирис планета çинче водород атмосферине асăрханă
- 2004 — Иоанн Павел II православи тĕнне тыткансене Иоанн Златоустăн (ӳкерч.) тата Григорий Богословăн тип ӳчĕсене тавăрса панă
- 2005 — Амьенре пите улăштарас пĕрремĕш операциие тунă