РСФСР чикĕ хуралĕ
![](http://chped.net/https/upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/6/64/Middle_emblem_of_the_Federal_Border_Guard_Service_%28Russia%29.png)
![](http://chped.net/https/upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/b/b2/Flag_of_the_Russian_Coast_Guard.svg/180px-Flag_of_the_Russian_Coast_Guard.svg.png)
Раççей Федерацин Федераллă хăрушсăрлăх хĕсмечĕн Чикĕ хĕсмечĕ — Раççей ФХХ тытăмĕн пайĕ, унăн тĕп ĕç-пуçĕ — Раççей Федерацин патшалăх чиккине хӳтĕлессипе хуралласси.
Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
1917 çулхи революциччен (пăтăрмахчен) Раççей империнче Финансă министерствин тытăмĕнче чикĕ хуралĕн çарĕсем тăнă. 1918 çулхи çăвăн 28-мĕшĕнче декретпа Совет Раççейĕнче Чикĕ çарĕсене йĕркеленĕ. СССР Чикĕ çарĕсем Патшалăх хăрушсăрлăх комитетне пăхăнса тăнă.
...
2003 çулхи пушăн 11-мĕшĕнче Раççей Федерацин Президенчĕ Владимир Путин 308 №-лĕ хушавĕпе Раççейĕн ФЧХ функцисене Раççей ФХХ тытăмне куçарнă, ун çумĕнче Чикĕ хĕсметне (улăштарусем 2003 çулхи утăн 1-мĕшĕнче пурнăçа кĕнĕ) йĕркеленĕ.
2003 çулхи утăн 1-мĕшĕнчен пуçласа Федерацин Хăрушсăрлăх Федераллă хĕсмечĕн директорĕн пĕрремĕш çумĕ — Раççейĕн ХФХ Чикĕ хĕсмечĕн пуçлăхĕ çар генералĕ В. Е. Проничев (Раççейĕн ФХХ директорĕнче в.ĕ. 2003 çулхи пушăн 11-мĕшĕнчен пуçласа ĕçленĕ).
Раççей Чикĕ хĕсмечĕн директорĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Николаев Андрей Иванович (1993 çулхи раштавăн 30-мĕшĕ — 1997 çулхи раштавăн 19-мĕшĕ), генерал-полковник, çар генералĕ (1995 çулхи чӳкĕн 17-мĕшĕ)
- Тымко Александр Иванович (в.ĕ. 1997 çулхи раштавăн 19-мĕшĕ — 1998 çулхи кăрлачăн 26-мĕшĕ), генерал-полковник
- Бордюжа Николай Николаевич (1998 çулхи кăрлачăн 26-мĕшĕ — авăнăн 14-мĕшĕ), генерал-полковник
- Тоцкий Константин Васильевич (1998 çулхи авăнăн 16-мĕшĕ — 2003 çулхи пушăн 11-мĕшĕ), генерал-полковник, çар генералĕ (2003 çулхи нарăс)
- Проничев Владимир Егорович (2003 çулхи пушăн 11-мĕшĕ / утăн 1-мĕшĕ), генерал-полковник, çар генералĕ (2005 ç., çу, 9)
![](http://chped.net/https/upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/5/5b/%D0%AD%D0%BC%D0%B1%D0%BB%D0%B5%D0%BC%D0%B0_%D0%BF%D0%BE%D0%B3%D1%80%D0%B0%D0%BD%D0%B2%D0%BE%D0%B9%D1%81%D0%BA_%D0%A0%D0%BE%D1%81%D1%81%D0%B8%D0%B8.jpg/220px-%D0%AD%D0%BC%D0%B1%D0%BB%D0%B5%D0%BC%D0%B0_%D0%BF%D0%BE%D0%B3%D1%80%D0%B0%D0%BD%D0%B2%D0%BE%D0%B9%D1%81%D0%BA_%D0%A0%D0%BE%D1%81%D1%81%D0%B8%D0%B8.jpg)
Хĕç-пăшалĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ку пайне çырса пĕтермен. Эсир ăна тӳрлетсе тата тултарса проекта пулăшма пултаратăр . |
2010 çулта ФХХ чикĕ хĕсметĕнче 14 ВВА хăнăхтару ĕçĕнче пулнă.[1]
Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Чикĕ çыран хуралĕн органĕсем
- Раççей Федерацин федераллă хăрушсăрлăх хĕсмечĕ
- Патшалăх чикĕ комиссийĕ (Раççей)
- СССР тата РФ чикĕ çарĕсен çарпуçĕсем
- РФ Федераллă Чикĕ Хĕсмечĕн тĕп музейĕ
Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- ^ ФСБ опровергла информацию о покупке израильских беспилотников. lenta.ru (11.02.2010). Тĕрĕсленĕ 15 Нарӑс уйӑхӗн 2010.
Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
![]() |
РСФСР чикĕ хуралĕ Викиампарта? |
---|