Мальбек
Курӑнакан калӑплав
![](http://chped.net/https/upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/a/a2/Malbec_grapes.jpg/250px-Malbec_grapes.jpg)
![](http://chped.net/https/upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/d/d4/Argentine_wines.jpg/250px-Argentine_wines.jpg)
Мальбек - ( Malbec ) франци хĕрлĕ иçĕм сорчĕ.Тăван енĕ : Кăнтăр-Хĕвеланăç Франци.
- Урăх ячĕсем : Cot, Auxerrois, Noir de Pressac, Cahors, Pied rouge, Jacobain, Grifforin.
Ампелографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Мальбек калчисем питĕ çĕпĕç - ирхи тăм çапсан тухăçлăхна питĕ вăйлă чакарать.
Сарăлни[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Мальбек ăшă юратакан иçĕм сорчĕ.Çавăнпа тăван енре Мальбек лаптăкĕсем чакаççĕ; Кăнтăр çĕршывсемче кашни çулла ӳсеççĕ :
- Франци ( 6 100 га ): Бордо, Каор ( кунта Мальбек Оксерруа ячĕпе паллă ) ;
- Аргентина : 25 000 гектарсемче мальбек ӳсет.Ку ăшă çĕршывĕ Мальбек валли "иккĕмĕш тăван енĕ" пулчĕ ;
- Чили : Мальбек Мерло тата Пти Видур иçĕм сорчĕсемпе хутăшса чаплă эрехсем тăваççĕ ;
- Австрали.
Мальбек кунĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ака уйăхĕн 17-мĕш кунра тĕнчере "Мальбек кунĕ" уявлаççĕ.