Контент патне куҫ

Йăлăм (Раççей регионĕ)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Йăлăм пăхăр.

ЙăлăмАтăл, Урал, Çурçĕр Увал тата Каспиçумĕнчи айлăм хушшинче вырнаçнă çĕрсем. Тухăçра Çӳллĕ Йăлăма (чи çӳллĕ вырăн — 418 м), анăçри Лутра Йăлăма уйăраççĕ.

Çӳллĕ Йăлăм[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çӳллĕ Йăлăм шутне Тури Чулман Атăл (çӳллĕшĕ — 337 м), Вятка Увалĕ (284 м), Пелепей-Пăкăльма (418 м таран), Тĕп Сăрт (405 м) сăртлăхсем кĕреççĕ. Çӳллĕ Йăлăмĕн никĕсĕ пермь чул тăприсенчен (хăйăр, сланец, тăм, мергель, акшар, доломитсем, гипс, кăнтăрта — мезозой тăмĕпе хăйăрĕ) тăрать. Çĕр питне чылай вырăнта çырма-çатра çурса пĕтернĕ; çӳлти ярусĕнче останец сăртлăхĕсем — шихансем, аялтинче — эрозиллĕ лаптаклă айлăмсем. Карст анлă сарăлнă.

Çӳллĕ Йăлăмăн хырлăхĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Лутра Йăлăм[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Лутра Йăлăм — айлăмлă (çӳллĕшĕ 125—150 м çитет) Атăлăн сулахай çыранĕ Хусантан Камышина çитиччен. Хăй вăл авалхи Каспийĕн кайнозойлă хăйăр-тăмлă тĕпĕллĕ тектоника авăнăвĕ пулать.

Атăл тăрăхĕпе — террасăсем, тухăç еннелле вĕсем айлăма куçаççĕ. Юханшывăн анлăшĕпе террассăсен пайĕ халĕ Куйбышев шывуправĕн шывĕнче.

Йăлăм çĕр пичĕ вăрманлă, вăрман-çеçенхирлĕ тата çеçенхирлĕ. Климачĕ континентлă.

Йăлăмра Атăл-Урал нефть-газ çĕрĕ вырнаçнă.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]