Инсайт
Курӑнакан калӑплав
![](http://chped.net/https/upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/5/5f/Disambig_gray.svg/20px-Disambig_gray.svg.png)
Инса́йт (акăл. insight — шăтарса витĕр курни, тупсăм тăна кĕни, ăнланни, куç уçăлни, сасартăк тавçăрса илни) — зоопсихологи, психологи, психоанализ тата психиатри облаçĕсенчи кăткăс интеллектуаллă пулăма палăртакан нумай пĕлтерĕшлĕ термин, тепĕр сăмахсемпе, лартнă проблемăна сасартăк, кăштах интуицилле тавçарса илни, çаплах «кĕтмен çĕртен» унăн тупсăмне курни.
Психологире[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Инсайт ăнлавĕ гештальтпсихологире катса илмелле мар пайĕ шутланать. Çак термина 1925 çулта Вольфганг Кёлер пĕрремĕш кĕртнĕ.