Гильотина
Курӑнакан калӑплав
![](http://chped.net/https/upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/1/15/Murdoc3.jpg/220px-Murdoc3.jpg)
![](http://chped.net/https/upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/c/c9/Anonymous_-_Portrait_de_Joseph-Ignace_Guillotin_%281738-1814%29%2C_m%C3%A9decin_et_homme_politique._-_P1052_-_Mus%C3%A9e_Carnavalet_%28cropped%29.jpg/220px-Anonymous_-_Portrait_de_Joseph-Ignace_Guillotin_%281738-1814%29%2C_m%C3%A9decin_et_homme_politique._-_P1052_-_Mus%C3%A9e_Carnavalet_%28cropped%29.jpg)
![](http://chped.net/https/upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/7/76/Cruikshank_-_The_Radical%27s_Arms.png/220px-Cruikshank_-_The_Radical%27s_Arms.png)
Гильотина (фр. guillotine) — чи малтанхи пĕлтерĕшĕ — айăпланă çынна пуç касса вĕлермелли хатĕр.
Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Вăл вăхăтра хăрушă та тискер меслетсемпе вĕлернĕ: кăвайт çинче çунтарнă, çакнă, ал-ура татнă. Гильотинăпа усă курма 1791 çулта тухтăр тата Наци Ассамблеин пайташĕ Ж. Гильотен сĕннипе пуçланă. Ку хатĕре Ж. Гильотен шутласа кăларман, вăл япала ĕлĕк-авалах пулнă имĕш. Ăна Шотланд хĕрĕ тесе ят хунă.
Гильотинăпа пуç касни. Франц революцийĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Францире ку мелпе пуяннипе чухăннине уямасăр шутсăр нумай çын вĕлернĕ. Вĕсен шутне Мария-Антуанетта та кĕрет. Гильотинăпа пуç касни франц революцийĕ умĕн шутласа кăларнă хатĕр меслечĕ. Унпа асапсăр тата хăвăрт вĕлерес тĕлпе усă курнă.
Германире[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Гильотинăпа вĕлернĕ паллă çынсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Люббе Маринус ван дер — рейхстага чĕртсе янăшăн 1934 çулта.
- Штёбе Ильза — Плётцензее Берлин тĕрминче 1942 çулта.
- Фучик Юлиус — Плётцензее Берлин тĕрминче 1943 çулта.
- Оболенская Вера Аполлоновна — Плётцензее Берлин тĕрминче 1944 çулта.
- Джалиль Муса Мустафович тата пĕр шутлă юлташĕсем — Плётцензее Берлин çар тĕрминче 1944 çулта.
- Клячковский Станислав — Адольф Гитлера вĕлересшĕн пулнă тесе айăпланипе, Плётцензее Берлин тĕрминче 1940 çулта.
- Шолль Софи — нацистсене хирĕç пулнăшăн Мюнхен Штадельхайм тĕрминче 1943 çулта.
Италире[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Альбер Камю. Размышления о гильотине // Кёстлер А., Камю А. Размышление о смертной казни. М., 2003, с. 137—196.
- Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона (1890-1907).
Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- История гильотины с иллюстрациями 2017 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче архивланӑ.