Анăç-Çĕпĕр тӳремлĕхĕ
Курӑнакан калӑплав
![](http://chped.net/https/upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/8/86/Siberian_plain.jpg/250px-Siberian_plain.jpg)
Анăç-Çĕпĕр тӳремлĕхĕ — Çĕпĕрĕн анăç çĕрĕсене, Урал тăвĕсенчен пуçласа Енисей шывĕ таран сарăлса выртакан территори.
Тавралăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Тӳремлĕх лаптăкĕ — 3 миллион çм²; сарăлăвĕ çурçĕртен кăнтăралла — 2500 çм, анăçран тухăçăлла — 1900 çм.
Паллă шывĕсем — Обь, Иртыш тата Енисей. Чылай кӳлĕсем, шурлăхсем.
Ӳсентăран: çурçĕрте — тундра, варринче — тайга, кăнтăрта — çеçенхир.
Нефтьпе тата çутçанталăк газĕпе пуян.
Геологи[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Территори вăрахăн анса пырать, çакна юханшывсен эстуари тĕсĕ кăтартать.