Хура йытçырли
Курӑнакан калӑплав
(Хура соланум ҫинчен куҫарнӑ)
![](http://chped.net/https/upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/5/5f/Disambig_gray.svg/20px-Disambig_gray.svg.png)
Паслён чёрный (лат. Solánum nígrum) — йыт çырли йышĕнчи биологи тĕсĕ. Евразинчен тухнăскер, халĕ Америка тата Австралинче те тĕл пулать.
Чăвашла, кулленхи калаçура, йыт хурлăханĕ теме пултараççĕ. Анчах та ăслав шайĕнче апла асăнма меллех мар.
![](http://chped.net/https/upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/5/59/Solanum_nigrum_Sturm16.jpg/220px-Solanum_nigrum_Sturm16.jpg)
Пĕр çул ӳсекен 30—120 см çӳллĕш тӳрĕ пайланакан тыналлă курăк. Шурă чечекĕсем çăлтăр евĕр пилĕк çунатлă. Çимĕçĕ - пăрçа пысăккăш хура çырла, çурла-авăн уйăхĕсенче пиçет.
![](http://chped.net/https/upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/f/f4/Ripe_Berries_of_S._Nigrum.jpg/220px-Ripe_Berries_of_S._Nigrum.jpg)
Токсин[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Курăкĕнче тата пиçмен çырлинче наркăмăшлă алкалоид соланидин пур, çавăнпа вĕсене çиме юрамасть.
Усă курни[тӳрлет | кодне тӳрлет]
![](http://chped.net/https/upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/8/83/Solanum_nigrum_fruit_black.jpg/170px-Solanum_nigrum_fruit_black.jpg)
Хăшпĕр çĕршысенче, ытларах Индипе Эфиопинче, тата Раççейре[1] пиçнĕ çырлисене çиеççĕ. Вырăссем ăна поздника, вороняжка, бздника тесе калалаççĕ. Пиçнĕ çырлисене чĕрĕлле çиеççĕ, кукăль ăшне хураççĕ, варенисемпе кĕселсем хатĕрлеççĕ.
Çав. пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Вламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Губанов И. А., Киселёва К. В., Новиков В. С., Тихомиров В. Н. Иллюстрированный определитель растений Средней России. В 3-х томах. — М.: Т-во науч. изд. КМК, Ин-т технолог. иссл, 2004. — Т. 3. Покрытосеменные (двудольные: раздельнолепестные). — ISBN 5-87317-163-7
Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Solanum nigrum (Purdue University)
- Хура йытçырли: информаци GRIN сайтĕнче(акăлч.) (2009 çулхи Ҫу уйӑхӗн 23-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
- Хура йытçырли: информаци «Энциклопедия жизни» сайтĕнчи (EOL)(акăлч.) (2009 çулхи Ҫу уйӑхӗн 23-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
- Solanum nigrum L. (акăлч.). IPCS Poisons Information Monograph (PIM) 501. IPCS. çăлкуçран архивланă 19 Пуш уйӑхӗн 2014. Тĕрĕсленĕ 19 Пуш уйӑхӗн 2014.
![]() |
Ку ботаникăпа вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |